Чăвашла мультфильм пăхрĕç
Чăвашла мультфильм пăхрĕç
Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ – Чăваш чĕлхи кунĕ. Çавна май Комсомольскинчи 1-мĕш вăтам шкулта тĕрлĕ мероприятисем иртрĕç. 7-мĕш класра вĕренекенсем вара чăвашла мультфильмсем пăхрĕç. Чăвашсем 1926 çултах пĕрремĕш киносем кăларнă. И.С. Максимов-Кошкинский 7 илемлĕ тата 3 документлă фильм ÿкернĕ. Çак киносем тĕнчене чăваш халăхĕпе паллаштарнă. Хальхи вăхăтра чылай мультфильма чăвашла куçарнă. Маззи тата Джеральдина куракансене хăйсен тыткăнне илчĕç. Экран çинчен чăвашла калаçни хăй мĕне тăрать! Ачасем питĕ кăмăллă пулчĕç.