Çеçпĕл – пирĕн чĕрере
Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ май юпа уйăхĕн 29-мĕшĕнче Комсомольски муниципаллӑ округри чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсем «Çеçпĕл – пирĕн чĕрере»
фестиваль ирттерчĕç.
Мероприяти аслă поэтăмăр çуралнă тӑрӑхра – Çеçпĕл музейĕнче пулчĕ. Музей ертÿçи - Алина Николаевна Волкова - учительсене питĕ кăмăллă та тарават кĕтсе илчĕ. Поэтăн пурнăçĕ çинчен тĕплĕн каласа пачĕ.
Чӑваш чӗлхин хастарӗсем Çеçпĕл Мишшин сăввисене илемлĕ вуларĕç, унăн пултарулăхне сÿтсе яврĕç. Вĕсем кăвар чĕреллĕ поэта асăнса палăк патĕнче чечексем хучĕç.
Семинар ӗҫне Комсомольскинчи 1- мӗш вӑтам шкул вӗрентекенӗсем те хастар хутшӑнчӗҫ.
Поэтăн çĕр çинчи пурнăçĕ çав тери кĕске пулнӑ пулсан та, вăл литература каçалăкĕнче тарăн йĕр хăварнă. Вăл пирĕн асран нихçан та каймĕ. Çеçпĕл –пирĕн чĕрере!